Digital Equipment Corporation — Википеди Контент патне куҫ

Digital Equipment Corporation

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
DEC PDP-11/40

Digital Equipment Corporation (DEC) — американ компьютер компанийĕ, 1957 çулта Кен Олсенпа (en:Ken Olsen) Харлан Андерсон (Harlan Anderson) никĕсленĕ. Компанин малтанхи капиталĕ 100 000 доллар, 70 % акцийĕ «American Research and Development Corporation» аллинче пулнă.

Тунă япалисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1976 çулта DEC PDP-11 архитектурине 32 бит таран аслатма шутласа пĕрремĕш суперминикомпьютер тăвать. Архитектурине VAX (Virtual Address eXtension) ят панă, унăн никĕсĕпе тунă пĕрремĕш модельне, 11/780, 1978 çулта кăларнă.

Digital Semiconductor 1990-мĕш çулсен варринче ARM Limited компанипе StrongARM микропроцессор хайлас енĕпе ĕçленĕ. Ăна кăштах ARM7 тата кăштах DEC технологипе кĕртсе лартнă системăсенче усă курма тунă. Ăна был ARMv4 архитектурипе пĕрле ĕçлеме пултарнă, пасарта лайăх сутăннă, SuperH тата MIPS архитектурипе ăнăçлă ăмăртнă. 1997 çулта, судра хирĕçнĕ хыççăн StrongARM интеллектуал харпăрлăхне Intel компанине сутса янă. Вăл малалла StrongARM процессорсене кăларнă, çав вăхăтрах вĕсен никĕсĕпех XScale архитектурине тунă. 2006 çулта çак бизнеса Marvell Technology Group компанине сутнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.