Википеди:Тĕрĕслемеллĕх — Википеди Контент патне куҫ

Википеди:Тĕрĕслемеллĕх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тĕрĕслемеллĕх (е, урăхларах контестра, тĕрĕсленеслĕх) — мĕнле те пулин хыпарăн, информацин чăнлăхне (чăнлăхăн шайне) тупса палăртма май пурри.

Çак стандарта тивĕçтерес тесен, Википедири статьясене каçăсемпе, асăрхавсемпе, ытти çăлкуçсемпе çирĕплетмелле, вĕсене статья хапинче вырнаçтармалла.

Анчах та менпур çăлкуçсем авторитетлă, сумлă, шанчăклă пулмалла. Шанчăксăр çăлкуçсене кунта сĕтĕрсе килмелле мар.

Çăлкуçсем гиперкаçă евĕрлĕ пулмасан та юрать, анчах та пурпĕрех вĕсен тĕрĕсленеслĕхĕ тивĕçлĕ шайра тăма кирлĕ.

Хушма материалсем

[кодне тӳрлет]